Alexander Fadeyev Medal

ruské ocenění v oblasti vojenské a válečné literatury

Александр Фадеев ячĕллĕ парне — Тăван çĕршыва халăх паттăрла хӳтĕленĕ пирки, патшалăхăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен кун-çулĕпе хальхи пурнăçĕ пирки литература хайлавĕсене тунăшăн чыслакан СССР патшалăх парни. Александр Фадеев çыравçăна чысласа ятне панă. СССР Министрсен Канашĕн 1972 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнчи 45 № Йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.Çулсерен, Çĕнтерӳ кунĕнче, Çăвăн 9-мĕшĕнче ылтăн тата виççĕ кĕмĕл медальпе чыслаççĕ. Премисене СССР ÇП секретариачĕпе Совет Çарĕпе Тинĕс-çар флочĕн Тĕп политика тытăмлавĕ пĕрле çирĕлетнĕ. Ленин тата СССР патшалăх парнисемпе чысланă ĕçсене А. А. Фадеев ячĕллĕ парнене тивĕçме тăратман. 2002 çулта чыслава Александр Фадеев ячĕллĕ литература парни ятпа çĕнĕрен тивĕçтерме тытăннă.
Read more or edit on Wikipedia

main subject: Alexander Fadeyev Medal

0
Feedback
you are offline